Чӑваш чӗлхи
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Творчествӑллӑ ӗҫлекен чӑваш чӗлхи учителӗсене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхине вӗрентсе пухнӑ паха опыта сарас, чӗлхене упраса хӑвармалли тата аталантармалли условисем тӑвас тӗллевпе» чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен конкурсне иртет. Конкурса Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем хутшӑнаяҫҫӗ. Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор); «Ӑстаҫӑ учитель»; «Ҫамрӑк учитель»; «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель»; «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ» тата «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: кӗретсӗр тата кӗретлӗ. 1-мӗш тапхӑрта ҫӗнтернисем куҫӑн тапхӑра хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Атӑл.Тӑлмач «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» 2019 ҫултах, Яндекс.Тӑлмач хӑйӗн йышне чӑваш чӗлхине кӗртес умӗнех, нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен ятарлӑ куҫару сайтне хута янӑччӗ. Ун пирки эпир халӑха пӗлтертӗмӗр пулин те, ҫавах та тепӗр темиҫе уйӑхран Яндекс.Тӑлмач та чӑвашла куҫарма пуҫланӑ хыҫҫӑн сайт пирки ытлашши шарламарӑмӑр. Калас пулать: сайтӑн тӗп тивӗҫӗ практикӑра усӑ куракан мӑшӑрсене пухассиччӗ. Ҫавна май унӑн функционалӗ пирки ытлашшиех пуҫ ватса тӑмарӑмӑр. Унпа ӗҫлеме меллӗрех тӑвас вырӑнне мӑшӑрсене пухас, тата вӗсенчен лайӑххине суйлас ӗҫе мала хутӑмӑр. Апла пулин те меллӗ сайт хатӗрлесси пирки те манмарӑмӑр, ӑна майӗпен ӑсталарӑмӑр. Шел те, пӗр кӑлтӑк сиксе тухнине пула, ӑна ниепле те хӑвӑрт татса пама май килменрен, ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайрӗ. Телее, нумай пулмасть ҫав йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултартӑмӑр. Вара малалли ӗҫ хӑвӑрт кайрӗ — паян ак ҫӗнетнӗ версие сире кӑтартма та май ҫитертӗмӗр! Ҫӗнетнӗ сайта ҫӗнӗ ят та патӑмӑр: малашне вӑл «Атӑл.Тӑлмач» ятпа пулӗ. Май ҫитерсен кунта чӑвашларан вырӑсла ҫеҫ мар, ытти чӗлхесем ҫине те куҫарма меслет тӑвӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Татьяна Александрова сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ ирттерекен сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне материалсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Сценарие Мухтавлӑ ентешсен ҫуллталӑкне халалласа ҫырмалла. Конкурса ача пахчсенче, шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗ». Конкурс кӗретсӗр мелпе иртет. Материалсене нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗччен Вӗренӳ институтне ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстанри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 8-11 классенче вӗренекенсен хушшинче тӑван чӗлхепе (тутар, чӑваш, мари, удмурт) литература олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннӑ Пелепей районӗнчи Слакпуҫ шкул вӗренекенӗсем Юлия Егоровапа (9 класс) Карина Павлова (11 класс) чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче ҫӗнтернӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри республика олимпиадин юлашки тапхӑрне 153 шкул ачи хутшӑннӑ: тутар чӗлхипе – 94, чӑваш чӗлхипе – 25, мари чӗлхипе – 23, удмурт чӗлхипе – 11 вӗренекен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Рома Алайя ятлӑ ҫамрӑк «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Телеграма чӑвашлатма хӑтланса пӑхакансем пулнӑ, анчах вӗҫне ҫитермен. «Ҫавӑнпа та эпӗ телегӑн чылай пайне чӑвашла куҫарасшӑн», — тесе ҫырнӑ Рома. Анчах вӑл хӑйӗн чӗлхе пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине тунмасть, ҫавнпа пулӑшма ыйтать. Рома ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курасшӑн, анчах акӑлчан тата вырӑс чӗлхисенчен йышӑннӑ сӑмахсемпе иртӗхесшӗн мар. Телеграмри чӑваш каҫҫи кунта . Хальхи вӑхӑтра Телеграмри чӑваш версийӗпе android, ios приложенисенче тата компьютер версийӗсенче усӑ курма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ. Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ. Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ. Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Светлана Гордеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта. Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ютубри Turkbodn diLanguage страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Японири Киото хулинче чӑваш чӗлхи курсне йӗркеленӗ. Кун пирки «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ. «Унта Масанори Готто вӑл курса ертсе пырать пулӗ. Мӗншӗн тесен Японире чӑн чӑвашла калаҫма пултараканни Масанори кӑна», — тесе пӗлтернӗ хӑйӗн шухӑшне ҫав хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Наталия Кашкар ятлӑ ҫын. «Тата Yuto аванах калаҫма пӗлет. Масая кӑшт кӑна. Анчах та вӗрентмешкӗн пуҫламӑш шайра ҫителӗклӗ)», — хуравланӑ ӑна Александр Блинов. Чӑваш чӗлхи урокне «Ютуб» видеохостингра «Turkbodn diLanguage» страницӑра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ. «Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ. Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Статьяра усӑ курнӑ ӳкерчӗк «Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ. Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн. Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш. Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |